Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешĕмĕре хисеплесе кино ỹкернĕ

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Турханти культура çуртĕнче ентеше, паллă патшалăх деятельне сума суса ỹкернĕ "Люди-Легенды. Лев Пантелеймонович Кураков" ("Халăха хисеплекен яланах телейлĕ") фильмăн презентацийĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Васильев, А. Кокелĕн тăванĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Сергеев, "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕн тата электронлă документацисен архивĕн директорĕн çумĕ - киностуди заведующийĕ Олег Цыпленков, фильмăн сценари авторĕ тата режиссерĕ Алексей Енейкин, Турханта пурăнакансем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăмах илнĕ май Лев Пантелеймонович республикăшăн, районшăн питĕ нумай ĕç тунине, яланах çынсене ырă тăвассишĕн тăрăшнине, унра çынлăх туйăмĕ пысăк пулнине палăртса хăварнă. Ытти тухса калакансем те ăна ырăпа асăннă, вăл Чăваш Ене хытă юратнине, халăхăн вĕренỹ шайне хăпартассишĕн нумай тăрăшнине палăртнă. Кинофильма пăхакансем çакна тепĕр хут курса ĕненме пултарнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



09 апреля 2021
09:54
2021 год
Поделиться