Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултаруллă ентеше асра тытса

 Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче темиçе хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ, 20 çул ытла хĕрарăмсен командин волейбол тренерĕ пулнă, вĕрентỹ отличникĕ, краевед, 40 çул ытла истори учителĕнче ĕçленĕ Николай Кузьмина асра тытса турнир иртрĕ. Вăл икĕ куна пычĕ.

Волейбол турнирне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев, спорт ветеранĕсем, Николай Ивановичăн вĕренекенĕсем тата ыттисем саламларĕç. Пĕрлех Н. Кузьминăн музей ĕçĕнчи тăрăшулăхне ("халăх" ятне тивĕçнĕ), çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас енĕпе тунă çитĕнĕвĕсене, тренер-педагогăн анлă пултарулăхне палăртрĕç.

Турнира арçынсемпе хĕрсен ултшар команди хутшăнчĕ. Вăййа Комсомольски районĕсем те явăçрĕç.

Арçынсен командисенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьел ял тăрăхĕн, иккĕмĕшне Сăкăтри "МастерÇ", виççĕмĕшне Патăрьел ентешлĕхĕн спортсменĕсем тухрĕç.

Хĕрарăмсенчен Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКана çитекенни пулмарĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулпа Первомайски ял тăрăхĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

А. ИВАНОВА.

Авангард



02 апреля 2021
09:16
Поделиться