Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тарăн ыйхăран сăвăрсем те вăраннă

ТУТАР Тимеш ялĕнчен аякра мар сăрт таврашĕнчи "Сăрçи" заповедникре сăвăрсем мартăн 20-мĕшĕнче вăраннине асăрханă. Вĕсем черетпе малтан пĕр çемье, ун хыççăн тепри - хĕллехи ыйхăран хăйсен шăтăкĕсенчен тухнă. Заповедник пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра йăвисем патĕнче йĕрĕсене те асăрхама пулать. Ку вăхăтра сăвăрсем юр, çĕр çинче пур ỹсен-тăрана та çиеççĕ.

 Çакна та палăртса хăвармалла. Вĕсем тĕрлĕ çулта тĕрлĕрен вăхăтра тарăн ыйхăран вăранаççĕ. Специалистсем сăвăрсем вăтамран мартăн 18-30-мĕшĕсенче куçне уçса йăвисенчен тухнине çирĕплетеççĕ.



26 марта 2021
10:43
Поделиться