Малашлăх тĕллевĕсем пысăк

Кивĕ Катекри клубра районти культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Малтанах Светлана Алексеевна районти культура учрежденийĕсен иртнĕ çулхи финанс ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çак сфера халăха пулăшупа тивĕçтерессине çулран-çул лайăхлатса пынине палăртрĕ. Çакна çĕнĕ клубсем тунипе, пуррисене юсаса модернизациленипе, тивĕçлĕ ĕç условийĕсем тивĕçтернипе те çыхăнтарчĕ. Культура учрежденийĕсен ертỹçисене çамрăксемпе хастартарах ĕçлемеллине те шута илме сĕнчĕ.

Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе тата 2021 çул валли тĕллевсем палăртса район администрацийĕн социаллă тата туризм аталанăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина доклад турĕ.

"Пирĕн малашлăхра çанă тавăрса ĕçлемелли çителĕклĕ. Халăх патне интереслĕ сĕнỹсемпе программăсем çитермелле. Культура отраслĕ нумай енлĕ те пĕлтерĕшлĕ. Профессие юратни, ĕçе чунтан парăнни халăх пултарулăхне, культура еткерлĕхне упраса хăварса малалла аталантарма, музейсен пуянлăхне упрама, патриотизм тата кăмăл-сипет воспитанине пама пулăшаççĕ. Кашни ялтах кану çурчĕсем чăн-чăн культура вучахĕ пултăр тесе тăрăшмаллах",-терĕ хăйĕн сăмахĕнче Наталия Олеговна.

 Шăнкăртамри культура çурчĕн заведующийĕ Миндания Якушева ял тăрăхĕпе, шкул администрацийĕпе, çамрăксемпе тата аслă ăрурисемпе килĕштерсе ĕçленипе паллаштарчĕ.

Çĕньял ял библиотекин заведующийĕ Валентина Нестерова отчет турĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх чи лайăх ĕçченсемпе юбилярсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсемпе Кивĕ Катекри "Самана" фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Раççейри наука тата технологи, Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен паттăрлăхне халалланă çулталăкра культура ĕçченĕсен умри тĕллевĕсене пайăрлă палăртрĕç.

А. КАПИТОНОВА.

Авангард



23 марта 2021
13:42
2021 год
Поделиться