Конкурс çĕнтерỹçисене палăртрĕç

Тăрăшса ĕçлекен педагогсене палăртас, хавхалантарас, вĕрентекенĕн ĕçĕн сумне ỹстерес, пултаруллă учительсен ăсталăхне сарас тĕллевпе çулленех районта "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Чи лайăх социаллă педагог", "Çулталăк воспитателĕ" тата ытти конкурссене те йĕркелеççĕ.

Районти "Çулталăк учителĕ - 2021" конкурс пĕтĕмлетĕвĕ Патăрьелĕнчи искусство çурчĕн акт залĕнче иртрĕ. Малтанхи тупăшусенче конкурсантсем хăйсен пултарулăхне, професси ăсталăхне кăтартса вĕренекенсемпе уроксем ирттернĕччĕ, çивĕч темăсемпе калаçусем пуçарнăччĕ, мастер-классем йĕркеленĕччĕ тата ытти те.

"Çулталăк учителĕ - 2021" конкурса 13 вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă. Виççĕмĕш тура вара 3 педагог юлчĕ. Вĕсем çаксем: Наталия Путякова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Альфия Мухаметзянова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта, Энже Камалетдинова Ыхра Çырминчи вăтам шкулта математикăна вĕрентекенсем.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, "Çулталăк учителĕ - 2012" конкурсăн республика çĕнтерỹçи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, "Çулталăк учителĕ - 2020" тупăшăвăн районти çĕнтерỹçи Гульнафис Азмукова саламларĕç.

"Педагог хисеплĕ те кирлĕ, сумлă професси. Сирĕн тăрăшулăхăр, кулленхи ĕçĕр, творчествăри шыравăр Раççейĕн ыранхи кунне кирлĕ никĕс хывма пулăшать. Конкурса хутшăнни шкулăн малашлăх ĕçне уçăмлатать. Пухнă опыта сарма пулăшать",- терĕ Рудольф Васильевич. Конкурса хутшăнакансем уçă калаçăва явăçрĕç. Ăна управлени начальникĕн çумĕ Николай Анисимов ертсе пычĕ. Вăл "Патриотла воспитани" темăпа иртрĕ.

Жюри членĕсене çĕнтерỹçĕне палăртма çăмăлах пулмарĕ. Унăн республика конкурсĕнче район чысне хỹтĕлемелле пулать-çке. Унта вара професси ăсталăхĕ те, анлă тавракурăм та, ытти енсем те кирлех. Çавах çĕнтерỹçĕ пĕри çеç пулать. "Çулталăк учителĕ - 2021" ята Н. Путякова тивĕçрĕ. Ыттисем - призерсем. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительници И.Матюшкина, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекенĕ С. Юрмина, Туçари вăтам шкулти химипе биологи учителĕ Д. Салеева, Сăкăтри вăтам шкулти музыка учителĕ Л. Басырова - дипломантсем.

 "Чи лайăх класс ертỹçи" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С. Попова тивĕçрĕ. Турханти вăтам шкулти О. Ефимова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Л. Павлова, Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти Р. Кирпичова, пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Валитова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти Р. Закирова - призерсем.

"Çулталăк воспитателĕ" конкурсра Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнчи Е. Ежова çĕнтерчĕ. Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи Н. Тихонова музыка ертỹçи, Сăкăтри "Çăлкуç" ача садĕнчи Л.Надина воспитатель, Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕнчи В. Макарова музыка ертỹçи, Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Э. Янтыкова воспитатель, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Н. Кириллова воспитатель призерсен йышне кĕчĕç.

"Чи лайăх социаллă педагог" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Ильина çĕнсе илчĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти В. Бахитовăпа Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти С. Аксянова призерсем пулчĕç. Конкурссене хутшăнакансене педагогика ĕçĕн ветеранĕ, жюри членĕ Л. Софронова, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ, жюри членĕ Н. Андреев, "Чи лайăх класс ертỹçи - 2020" ята тивĕçсе республикăра район чысне хỹтĕленĕ А. Михайлова саламларĕç.

Конкурса П. Шашкинпа С. Елагина ертсе пычĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе парнесем парса чыс турĕç.

"Тупăшăва хутшăннă кашни çынах çĕнтерỹçĕ. Эсир хăюлăха, пĕлĕвĕре, професси ăсталăхне пула конкурса хутшăнатăр. Çитĕнекен ăрăва пĕлỹ, воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хыватăр. Профессие юратмасан çитĕнỹ тума çуках. Район чысне малалла та лайăх хỹтĕлемелле пултăр",- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ конкурса пĕтĕмлетсе.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



23 марта 2021
13:25
Хроника мероприятий
Поделиться