Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар ялĕсенчи артистсем хуларисенчен кая мар

ПĔРЛЕ чухне ĕçлеме çеç мар, юрлама-ташлама та кăмăллă. Çакна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тутар ялĕсенче пурăнакан артистсем хăйсен пултарулăхĕпе йĕркеленĕ концерт тепĕр хут çирĕплетсе панă. Сăр тата Хусан чиккисене туса хỹтĕленĕ хастарсене халалланă творчество программи питĕ пуян пулнă. Сцена ăстисем юрланă-ташланă, сăвăсем каласа, тĕрлĕрен камит лартса куракана савăнтарнă. Пĕрлехи вăйпа хатĕрленĕ концерта Хирти Пикшиксем, Тутар Сăкăтсем, Кзыл Чишмасем, Шăнкăртамсем, Кзыл Камышсем, Ыхра Çырмисем хутшăннă, вĕсем кашни тутар ялнех çитсе хăйсен пултарулăхĕпе çынсене тыткăнланă.

Авангард



19 марта 2021
14:41
Хроника мероприятий
Поделиться