Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ют пурлăха хисепле, хăвăнне перекетле

ХАЛЬХИ вăхăтра мошенниксем кирек кама та серепене çаклатма пултараççĕ. Хăйсен пайтишĕн тăрăшакан преступниксем тĕрлĕ мелпе çынсен электронлă енчĕкĕсенче упранакан укçа-тенкĕне чееленсе куçарса илме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та паянхи обществăра ют пурлăха хисеплени, хăвăнне перекетлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, шалти ĕçсен подполковникĕ Сергей Селиванов районти централизациленĕ библиотекăра йĕркеленĕ тĕл пулура шăпах ют укçа-тенкĕне куç хывакан ултавçăсенчен мĕнле асăрханмалли пирки калаçу ирттернĕ. Мошенниксем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: телефон, Интернет-сайт, онлайн-банк, мобильлĕ банк çăмăллăхĕпе тата ытти те. Сергей Николаевич библиотека ĕçченĕсене вулакансемпе те çак ыйтупа ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕннĕ

Авангард



16 марта 2021
10:58
2021 год
Поделиться