Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризма çул памалла мар

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мартăн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешекен комиссин ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан пай начальникĕпе Евгений Терешинпа тата Ульяновск облаçĕнчи террора хирĕç кĕрешекен комисси аппарачĕн ертỹçипе Игорь Шибаловпа тĕл пулнă.

Çавăн пекех ĕçлĕ калаçăва Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Тури Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, районти Общество канашĕн членĕ Николай Марков, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ Мансур Хазрат Хайбуллов, Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи террора хирĕç кĕрешекен комиссисен сотрудникĕсем те хутшăннă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕсем экстремизма тата терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе уйрăмах çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне вăйлатассинче ял тăрăх администрацийĕсен витĕмĕ пысăк пулмаллине палăртнă. Акă, районта мартăн 16-мĕшĕнче "Чăваш Енре çитĕнекен ăрăвăн воспитанийĕнче кăмăл-сипет пуянлăхĕн вăйĕ: опычĕ, йывăрлăхĕсем тата вĕсене татмалли çулсем" темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртмелле.

(Хамăр корр.).

Авангард



12 марта 2021
11:23
Поделиться