Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Общество сăнавĕн штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Район администрацийĕ çумĕнчи Общество канашĕн никĕсĕ çинче 2021 çулхи сентябрьти суйлав мĕнле иртнине, уççăнлăха пăхса тăма общество сăнавĕн штабне йĕркеленĕ.

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинче унăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин ертсе пынă. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи Общество палатин аппарачĕн ертỹçи Евгений Бондарев хутшăннă, 2021 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртекен суйлав ыйтăвĕсемпе тухса калаçнă.

Общество сăнавĕн территори штабĕн ертỹçи пулма ларура районти Общество канашĕн председательне Анатолий Самакина суйланă.

А. НИКОЛАЕВА.

 

Авангард



12 марта 2021
11:21
Поделиться