Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркотиксăр тĕнче тата илемлĕрех

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп вулавăш çумĕнчи çул çитмен ачасен "Ровесник" клуб хастарĕсемпе библиотека сотрудникĕсем час-часах тĕрлĕрен тĕл пулу йĕркелеççĕ. Хальхинче вĕсем шухăшлав-калаçăва хутшăннă. Вулавăш ĕçченĕсем çамрăксене организма пысăк сиен кỹрекен наркотикпа е çавăн йышши тытăмлă япаласемпе çыхланма юраманни, сывă пурнăç йĕрки, спортпа туслă пулни çеç ачасене тĕрĕс çул-йĕрпе аталанма пулăшнине ăнлантарнă, ун пирки кĕске фильм пăхнă.



05 марта 2021
09:12
Поделиться