Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт ветеранĕ ячĕпе - волейбол турнирĕ

 РАЙОНТА массăллă спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пăхăнас, çак юхăма çамрăксене явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕрен ăмăрту, турнир ирттересси ырă йăлара. Акă, виçĕмкун çеç, февралĕн 14-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн спорт залĕнче волейболла выляссипе темиçе хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Иван Хитров спорт ветеранĕ ячĕпе ХХIХ турнир иртрĕ. Мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç, ырă йăлана малалла та тăсса пыма ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва çичĕ команда хутшăнчĕ. Вăйăсем питĕ çивĕч иртни çулсеренех волейболистсен ăсталăхĕ ỹс- се пынине тепĕр хут кăтартса пачĕ. Турнирта Патăрьелĕнчи тĕп больницăри арçынсен волейболисчĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Патăрьелĕнчи çамрăксен, виççĕмĕшĕнче - "Сугуты Ç Мастер" командăсем. Вĕсем пурте спорт ветеранĕн кубокне, медалĕсене, дипломсене тивĕçрĕç. Сăмах май каласан, Иван Федорович Хитров спорт ветеранĕ 1966 çултанпа волейболпа туслă. Çак тапхăрта вăл вăл хăй те нумай-нумай тĕрлĕ шайри сумлă ята тивĕçнĕ.

Авангард



17 февраля 2021
09:59
Поделиться