Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕç – ĕмĕрлĕх

 Февралĕн 11-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Раççейри Наукăпа технологи тата Чăваш Енри Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне уçрĕç.

Уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççей Федерацийĕнчи Хĕçпăшаллă Вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район халăхĕ хутшăнчĕ.

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2020 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 812№ Указĕпе килĕшỹллĕн 2021 çула Наукăпа технологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çакă вăл тĕрлĕ шайри влаçа, ученăйсен коллективне, наука тĕпчевĕсене аталантармалли организаторла ĕçе анлăлатмаллине палăртать.

Чăваш Енри Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен тунă. Хусан вăйлă аталаннă промышленность центрĕ пулнă май ăна нимĕç фашисчĕсем тапăнасран хỹтĕлемелле пулнă. Сооруженисене Мари, Чăваш, Тутар, Мордва Республикисенче, Пенза облаçĕнче хăпартма тивнĕ. Вăл 380 çухрăма тăсăлнă. Чăваш Енĕн ку чухнехи историйĕн Патшалăх архивĕн информацийĕ тăрăх унта 200 пин çынна яхăн ĕçлени паллă. Халăх чăн-чăн паттăрлăхне кăтартни çакă. Хỹтĕлеве кĕске вăхăтра туса пĕтернĕ. Телее унпа çак тĕллевпе усă курмалла пулман.

2021 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Хỹтĕлев объекчĕсене тума пуçăнни кăçал 80 çул çитет.

Сцена çинче культура ĕçченĕсем çакна сăнарлакан театрализациленĕ самантсене кăтартрĕç. Анлă концерт программи хатĕрленĕ вĕсем. Видеороликсене пăхма май пулчĕ. Чуна çỹçентерет, паллах. Нăрваш Шăхалĕнчи Анна Григорьева, Упамсари Анна Степанова çамрăклах окоп чавма явăçнă. Вĕсен аса илĕвĕсем историн синкерлĕ страницисене тепĕр хут куç умне кăлараççĕ.

Патăрьел районĕнче те ватăсемпе хĕрарăмсем, çитĕнекен ăру тылра хастарлăх кăтартнă. Хамăрăн асаттесемпе асаннесен, мăн асаттесемпе мăн асаннесен ĕçри паттăрлăхĕ мăнаçлантарать. Çире питĕ тумтирĕ, урара ăшă пушмакĕ, тутă тытакан апат, кирлĕ чухлĕ медицина пулăшăвĕ пулман пулин те пуçа усман вĕсем. Шартлама сивĕре окоп чавнă. Ĕçлесе ăшăннă. Çĕр пỹртсенче çĕр каçнă.

 Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшỹллĕн строительство ĕçĕсене хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Кун пирки республикăри "Красная Чувашия" хаçатра материал пичетлесе кăларнă. Çак чыса Первомайски районĕнчен - 16, Чкаловски районĕнчен 24 çын тивĕçнĕ. (Каярахпа çак районсене пĕрлештерсе Патăрьел районĕ тунă).

- Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ пирĕн асăмăрта тыл ĕçченĕсен калама çук пысăк хастарлăхне çутатнипе, халăхăн чăтăмлăхне куç умне кăларнипе асра юлĕ. Хамăрăн асаттесемпе асаннесен, мăн асаттесемпе мăн асаннесен паттăрлăхне асра тытмаллах пирĕн. Шартлама сивĕре кĕске хушăра хỹтлĕх сооруженийĕ тума пултарнă вĕсем. Пирте çакă патриотизм туйăмне çуратать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çырăнса юлнă истори пĕлтерĕшлĕ страницăсене ăрăва малалла тăсакансем патне çитермеллех пирĕн, - терĕ Рудольф Селиванов çав хăрушă кунсене чăтса ирттернĕ, Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă аслă ăрурисене тав сăмахĕсем каланă май.

Культурăпа кану центрĕн фойинче Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕн воспитанникĕсен ĕçĕсен выставки ĕçлерĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



17 февраля 2021
10:01
Публикации
Поделиться