Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв ыйтăвĕ татăлĕ

Пахалăхлă шывпа тивĕçтересси Чăваш Енре çивĕч тăракан тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Республикăн кăнтăр районĕсене, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхне те, çитес виçĕ çулта таса шыв çитермелле. Проектпа смета документацине кăçал хатĕрлесе экспертиза витĕр кăларса пурнăçа кĕртме пикенмелл

"Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕнчен Патăрьел, Каçал, Шăмăршă районĕсенче пурăнакан 60 пин ытла çынна çак çăмăллăхпа тивĕçтермелле.

Шыв тасатакан станцие вунă çул каяллах хăпартма тытăннă, анчах та оборудовани халĕ те тулли хăватпа ĕçлесе каяйман. 86 яла шыв пăрăхĕ тăсмалла пулнă пулсан 8-не çеç çитернĕ. Çитес виçĕ çулта лару-тăрăва татса пама шантараççĕ,

А. ИЛЬИН

Авангард



09 февраля 2021
10:07
Хроника мероприятий
Поделиться