Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Призерсен шутĕнче

  Çивĕч ăслă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕнче обществознанипе республика олимпиади иртрĕ. Унта 96 каччăпа хĕр хутшăнчĕ. Вăл шутран çиччĕшĕ - пирĕн районтан.

Жюри 9-11 классенче вĕренекенсенчен 3 çĕнтерỹçĕпе 21 призера палăртрĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Юмаевăпа (ертỹçи Н. Алеева) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Юманова (Н. Кошкина) призерсен шутне кĕчĕç.

Авангард



09 февраля 2021
10:08
Хроника мероприятий
Поделиться