Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем - музейшĕн парне

РАЙОНТИ "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче паянхи кун тĕрлĕ экспонат упранать. Ĕлĕкхи çи-пуç, юр-вар, ĕç хатĕрĕсем, халăх историне, культурине уçса паракан материалсем тата ытти те. Аваллăхпа паянхи куна çыхăнтарса тăракан музее уйрăм хастарсем çемьере упранакан хаклă тупрасене, архиври çырусемпе сăн ỹкерчĕксене час-часах парнелеççĕ. Тăрăнта пурăнакан П. Самакин ĕç ветеранĕ те ашшĕнчен юлнă лаша хăмăчĕпе йĕнерчĕкне, пыл виçмелли хатĕрне (вăл паянхи кун та вĕлле тытать) район управне панă. Чылай çул тĕп агрономра тăрăшнă Петр Васильевич икĕ çул каялла пичетленсе тухнă хăйĕн "Ты со мной, мое поле" кĕнекине те музее алă пуссах парнеленĕ.

Авангард



09 февраля 2021
09:56
2021 год
Поделиться