Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашнийĕ хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă

Халăх сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен районти канашăн ларăвĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ, канаш председателĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2020 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче вируслă инфекцисем, грипп чирĕ сарăласран туса ирттернĕ профилактика ĕçĕсемпе тата эпидемиологи лару-тăрăвĕпе Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова паллаштарчĕ.

Сывлăха упрассишĕн кашнийĕн хăйĕн тăрăшмалла. Çакна валли районта условисем çителĕклĕ. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн, ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Алексей Краснов "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" проекчĕпе килĕшỹллĕн аслă çултисене те спортпа явăçтарассишĕн тăвакан ĕçсем, занятисем пирки каласа пачĕ.

Хĕлле - илемлĕ те савăнăçлă вăхăт, анчах инкек-синкек юнашар çỹрени пирки те манмалла мар. Çынсен пурнăçĕшĕн уйрăмах юрпа витĕннĕ пăрлă вырăнсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăн пекех Тăрăн ял тăрăхĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадион территорийĕнче тата Треньелĕнчи Кооператив урамĕн вĕçĕнче санкцилемен тăвайккисем пур. Вĕсем ГОСТ ыйтнисене тивĕçтермеççĕ, çавна май асăрханулăха ỹстерме ыйтаççĕ. Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов ярăнмалли вырăнсем патĕнче ятарласа асăрхаттарса çырса хунине, кĕмелли вырăнсене хăюпа çыхнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ял тăрăх депутачĕсемпе старостăсем те ача-пăчапа калаçусем ирттереççĕ.

Ларура Халăх сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен канашăн 2021 çулхи ĕç планне те çирĕплетрĕç.

 (Хамăр корр.)



29 января 2021
10:55
Поделиться