Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç

Йĕлтĕр спортне малалла аталантарас, ку енĕпе çамрăксен ăсталăхне ỹстерес, чи хастаррисене, ГТО нормисене тултарнине палăртас тĕллевпе Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр трассинче чемпионат иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов саламларĕç.

Ăмăртăва 120 ытла йĕлтĕрçĕ, 12 команда хутшăнчĕ.

 4-5 классенче вĕренекен хĕрачасенчен Турханти вăтам шкулти С. Кудрявцева финиша пĕрремĕш кĕчĕ. Арçын ачасенчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Федоров, И. Рябчиков, Первомайскинчи вăтам шкулти А. Викторов малти виçĕ вырăна пайларĕç.

6-7 классене çỹрекен хĕрачасенчен Турханти вăтам шкулти Т. Кудрявцева, арçын ачасенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Д. Макаров пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕç.

8-9 классенче вĕренекенсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А. Ефимовăна, Первомайскинчи вăтам шкулти А. Сахарова çитекенни пулмарĕ.

10-11 классенчи хĕрсемпе каччăсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С. Кальметовăпа Первомайскинчи вăтам шкулти А. Андреев пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăчĕç.

Аслăрах çулхисем те ăмăртрĕç. 18-39 çулхисенчи арçынсенчен Шăхачри С. Макаров мала тухрĕ. 40-59 çулсенче пыракансенчен Тикешри А. Кузьмин çĕнтерчĕ. 60-70 çулсене капашнисенчен Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьев яланхиллех финиша малтан кĕчĕ. 90 çулхи Н. Урмаков сывă пурнăç йĕркине тытса пыни йĕлтĕрпе ярăнма пултарнинчен те палăрчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе чысларĕç.

А. ПЛАТОНОВ

Авангард



29 января 2021
11:05
Хроника мероприятий
Поделиться