Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç

 Районти ялсенче граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Январĕн 26-мĕшĕнче Первомайскинче, Каншелĕнче, Пăлаçи Атăкра иртрĕç. Кунта Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фе- доров иртнĕ çулхи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Маларах Пикшик ял тăрăхĕнчи ялсенче ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕ В. Краснов отчетсем турĕ. Çавăн пекех январĕн 27-мĕшĕнче Красномайск, Çĕнĕ Чĕпкас, Алманчă ялĕсенчи пухусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕнчи çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетсе малашлăх плансене пăхса тухакан пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова пĕтĕмлетрĕ.

Патăрьел ялĕ - район центрĕ çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕн "тĕкĕрĕ" те. Вăл мĕнле аталанса, çĕнелсе пынипе чăн малтанах районта пурăнакансен пурнăçне хак пама пулать. Ку тĕлĕшпе 2020 çул пандеми чăрмавĕсене пăхмасăр Патăрьелсемшĕн тухăçлă иртнĕ. Иртнĕ çул ял инфратытăмне хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе тĕрлĕрен ултă проекта пурнăçа кĕртнĕ. (Вĕсем пирки "Авангард" хаçатра тĕплĕн çутатнăччĕ). Çурт территорийĕсене тирпейленĕ, ача-пăча, спорт лапамĕсем уçнă тата ытти те. Патăрьел ял тăрăхĕ 3000 тата ытларах çынлă поселенисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнни те паянхи кун муниципалитет тĕрĕс çул-йĕрпе пынине çирĕплетсе парать. Ял тăрăхне малашне аталантармалли программа та анлă. Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков хăйĕн отчетĕнче пурнăçланă ĕçсемпе çеç мар, халăх шухăшне шута илсе кăçал тата малашнехи çулсенче тума палăртнă проектсемпе, плансемпе те паллаштарчĕ. Вĕсем пурте халăха хăтлă пурнăç туса парассипе çыхăннă.

Пухун кун йĕркипе килĕшỹллĕн Патăрьел ялĕн участокри уполномоченнăйĕ А. Шакаев район центрĕнчи оперативлă лару-тăрупа, пĕлтĕр преступлени тăвакансемпе мĕнле ĕçленипе, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕпе, общество хастарĕсемпе мĕнле тăрăшни пирки отчет туса пачĕ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина уйрăм ушкăнти граждансене социаллă хỹтлĕх памалли мерăсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ял старости Н. Николаев та тухса калаçрĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи отчечĕ пур енлĕ, тулли пулчĕ тесе палăртас килет. Çавăнпа та тухса калаçакансем те Патăрьел ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи ĕçне "лайăх" хак пачĕç.

 - Район центрĕ инфратытăма, социаллă культура объекчĕсене аталантарассипе, çĕнетессипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Ял çултан çул ырă енне улшăнса пыни куç умĕнче. Тĕрлĕрен объект хута кайни, пурăнмалли çурт-йĕр, çулсем çĕнелни, çуртсен таврашĕсем капăрланни, хăтлăланни те çакнах çирĕплетсе парать. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ те пысăк тĕллевпе ĕçлет. Района 2020-2025 çулсенче аталантарас, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе йышăннă районăн комплекслă программи те анлă. Çакна пурнăçлама ял тăрăхĕсемпе пĕр вăй пулса тăрăшма тивет,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова районăн малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă май.

 А. ЕГОРОВА

Авангард



29 января 2021
10:46
Хроника
Поделиться