Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ ФАПсем тăваççĕ

2021 çулта районта 5 ялта - Ишлĕре, Каншелĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта, Треньелĕнче - фельдшерпа акушер пункчĕсем, Шăнкăртамра тата Сăкăтра врач амбулаторийĕсем тума, Хирти Пикшикре, Первомайскинче тата Кзыл Чишмара сиплев учрежденийĕсене тĕплĕн юсама палăртнă. Ку ĕçпе вăй хума пуçланă та ĕнтĕ. Район пуçлăхĕ Н. Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Треньелĕнче фельдшерпа акушер пунктне ăçтарах тăвас ыйтупа Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Рубцовпа, "Исток" çĕр ĕç фирмине ертсе пыракан А. Илюткинпа тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕпе И. Соловьевпа тĕл пулнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



26 января 2021
10:35
Поделиться