Çынна ырă туни çĕре ỹкместех

Турханти вăтам шкулти волонтерсен ырă ĕçĕ çинчен сахал мар илтнĕ эпир. Вĕсен ертỹçи вырăнти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов çитĕнекен ăрăва чылай усăллă ĕçе явăçтарать. Ачасене пурнăçа юратма, хаклама вĕрентет. 2021 çулта та çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев патне çитмелле пултăр, тет. Акцисемпе мероприятисене явăçса ырă тăвассине малалла тăсма сĕнет.

Анатолий Валентинович ачасене ашшĕ-амăшне хисеплеме те вĕрентет. Çĕнĕ çулта вĕсен ушкăнĕ ертỹçипе пĕрле 12 яла çитсе аслă çулти 24 çынна саламласа парне кỹнĕ. Асатте-асаннесенчен, кукаçи-кукамайсенчен вĕренмелли пурах пирĕн. Паянхи кунпа вĕсем те киленччĕр. Культура Проблемы семьи Депутатран - парне Çĕнĕ çул - илĕртỹллĕ уяв. Вăл уйрăмах ачасемшĕн мĕн те пулин тĕлĕнтермĕш илсе килет. Вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçлать. Хăшĕ хăй те асамçă пуласшăн. Пултарулăхĕпе ыттисене савăнтарасшăн. Тепри вара пулăшу кĕтет.

Малашлăха шанма "Ĕмĕт ăлки" те пулăшать. Ку енĕпе пуçарнă акцие 2018 çултанпа ирттереççĕ. Çак вăхăтра ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.

Çак телей Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн виççĕмĕш класне çỹрекен Р. Несертдинова та çитрĕ. Акцие хутшăнса районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов çитĕнекен ăрăва парне кỹчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



26 января 2021
10:37
Поделиться