Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнелет тăван тавралăх

Республикăра, вăл шутра пирĕн районта та 2021 çулта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕç малалла пырать. "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" проектпа кăçал 6,8 млн тенкĕлĕх ĕç (Патăрьелĕнчи "Арбат" сквера, Шăнкăртамри "Халăх туслăхĕ" çамрăксен паркĕнче ача-пăча лапамĕ) пурнăçламалла.

"Вĕрентỹ" (64,6 млн), культура (12,5 млн) отраслĕсенче те наци проекчĕсен витĕмĕпе çĕнĕ объектсене хута яма, киввисене реконструкцилеме палăртнă. Кăçал Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕ çумĕнчи хушма здани сентябĕн 1-мĕшĕнче ачасене йышăнĕ, çавăн пекех Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен ỹнер шкулне юсаса пĕтермелле. Кăçал çак тĕллевпе пĕтĕмĕшле 84 млн тенке яхăн расхутлама палăртнă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



19 января 2021
15:07
Хроника мероприятий
Поделиться