Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкекрен асăрханма çăмăлрах

Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе видеоконференцçыхăну урлă иртнĕ. Ăна комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă. Унта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, Кăшарнинче çынсем шыва кĕнĕ çĕрте хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, пушар хуралĕсен инкек-синкеке сирме яланах хатĕр тăмалли, пандемие сарас мар тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсем пирки калаçнă.

 Çулленех декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа Раштав уявĕ вĕçлениччен вут-çулăм инкекĕ икĕ хут, вĕсенче çын вилесси виçĕ хут ытларах пысăкланать. Уйрăмах нумай ачаллă ăнăçсăр тата ирĕклĕ пурнăçпа пурăнакан çемьесенче инкек тухасси ỹсет, çавна май районта тĕрĕслев рейчĕсем ирттерме, ачасем, çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче тимлĕх ытларах уйăрма палăртнине пĕлтернĕ районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин Кăшарни уявĕнче çынсем шыва кĕнĕ чухне тивĕçтермелли хăрушсăрлăх йĕрки пирки аса илтернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене халăхра ăнлантару ĕçĕсем йĕркелемеллине каланă.

Канашлура çавăн пекех районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Андрей Симуков, 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Николай Назаров, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова, ял тăрăх пуçлăхĕсем сăмах илнĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



22 декабря 2020
14:55
Поделиться