Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсем тĕп финанс документне йышăнчĕç

Декабрĕн 18-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ. Лару ĕçне ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем хутшăнчĕç.

Çулталăка пĕтĕмлетекен черетлĕ ларура "халăх тарçисем" кун йĕркине кĕртнĕ вунпĕр ыйту пăхса тухрĕç. Малтанхи икĕ ыйту депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕсене хушусем кĕртесси пирки пулчĕ. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ.

Ларура 2021 тата 2022-2023 çулсенче районти муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планĕпе, çак çулсенче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов паллаштарчĕ. Ун хыççăн районти депутатсен Пухăвĕн çĕнĕ йышĕ районăн тĕп финанс документне - 2021 çулхи тата планпа пăхнă 2022 - 2023 çулсенчи бюджета пăхса тухса пĕр саслăн йышăнчĕ.

Çулсемпе илес пулсан район бюджечĕн прогнозĕ çакăн пек пулмалла: 2021 çулта - 792,8 миллион тенкĕ (2020 çулхинчен 6,7: пысăкрах), 2022 çулта 690,3 миллион тенкĕ, 2023 çулта - 681 миллион тенкĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Маларахри çулпа танлаштарсен ял тăрăхĕсен 2021 çулхи бюджечĕ 25,5 процент пысăкрах.

- Юлашки пилĕк çулта район бюджечĕ 1,5 хут пуянланчĕ. Çакă, паллах, пĕрлехи пысăк ĕç. Малашне те депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ытти коллективсемпе районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тĕллевпе пĕр шухăшлă пулса тăрăшар. Пĕрлĕхре - вăй, ăнăçу, çитĕнỹ. Районăн тĕп финанс докуменчĕ пирĕншĕн çул маякĕ пулĕ,-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çулта хавхаланса ĕçлеме ырă сунса.

Ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 А. ЕГОРОВА

Авангард



22 декабря 2020
14:33
Поделиться