Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар учителĕсем чăваш фестивалĕнче çĕнтернĕ

ÇАК кунсенче республикăра "Чăваш ачи чăвашах" фестиваль иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантарасси. Фестивальти тупăшăва икĕ номинаципе йĕркеленĕ: "Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн" тата "Вĕрентетпĕр чăвашла".

Иккĕмĕш номинаципе ("Вĕрентетпĕр чăвашла") Ыхра Çырминчи вăтам шкулта математика тата географи предмечĕсене вĕрентекен Э. Камалетдинова тата Р. Вахитова та хастар хутшăннă. Сăмах май каласан, çак конкурсра чăваш чĕлхипе литературине ятарласа вĕрентмен учительсем тупăшнă. Педагогсем тутар пулнине пăхмасăрах иккĕшĕ те хăйсен предмечĕпе чăвашла уроксем ирттернĕ. Энже Альбертовна математикăпа 6 класра урок панă, ачасене çĕнĕ темăна чăвашла ăнлантарнă, килте пурнăçланă ĕçе те чăвашлах тĕрĕсленĕ. Çак ăмăртура педагог çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ, Раиля Зиатдиновна - фестиваль призерĕ. Вĕсене урок планĕ тума тата методика литературипе пулăшаканĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Кулакова пулнă. Апла пулсан ĕçтешĕсен çĕнтерĕвĕнче Светлана Пантелеймоновнăн тỹпи те пур.

Авангард



18 декабря 2020
11:09
Хроника
Поделиться