Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсене аталантарма - комплекслă программа

Ял тăрăхĕсене хăтлăлатма инвестицисене явăçтарас, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, предпринимательсен пуçарăвне çул парас тата вĕсен малашнехи аталану çул-йĕрне палăртас тĕллевпе район администрацийĕ ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçĕпе экономикине 2020-2025 çулсенче комплекслă аталантармалли программăсене хатĕрлесе çирĕплетмелли пирки йышăну тунă, черетпе пăхса тухма график çирĕплетнĕ.

Çак кунсенче Алманчă, Шăхач, Шăнкăртам, Пăлапуç Пашьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен программисене пур енлĕн пăхса тухнă, малашлăх тĕллевсене çирĕплетнĕ.

Пĕлме:

 Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи комплекслă программипе килĕшỹллĕн мĕн пурĕ инфратытăмпа çыхăннă 102 проекта тата 58 коммерци проектне пурнăçа кĕртмелле.

 А. НИКОЛАЕВА

АВАНГАРД



15 декабря 2020
16:43
Хроника
Поделиться