Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Санитари машинисем çитнĕ

Чăваш Ене ырă хыпар çитрĕ. Пирĕн республикăна 53 санитари машини илсе килнĕ: "Лада Ларгуссем" тата "Нивăсем".

Мĕн тĕллевпе усă курĕç-ха çак машинăсемпе? Ватă пациентсене больницăна тĕрĕслеме илсе кайĕç. Тухтăрсем те пациентсем патне килне çак машинăпах çитĕç. Сăмах кăшăлвируспа чирлекенсем пирки пырать.

53 машинăран 36-шне районсене панă. Вăл шутран иккĕшне  - Патăрьел районне. Тепĕр 17-шĕ Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта юлнă. Р

аççей Федерацийĕн премьер министрĕ Михаил Мишустин хушăвĕпе малашне тата Чăваш Ен валли васкавлă пулăшăвăн 27 автомашини килмелле. Çакă республикăри сывлăх сыхлавĕшĕн курăмлă пулăшу пулĕччĕ.

Республикăра халĕ васкавлă медицина пулăшăвĕпе 219 автомашина тивĕçтерет.

А. ИВАНОВА

АВАНГАРД



15 декабря 2020
16:45
Хроника
Поделиться