Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи нумай функциллĕ центр конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсемпе пулăшакан НФЦна тĕрлĕрен ыйтупа килеççĕ: паспорт, водитель удостоверенине улăштарма, çĕрпе, пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама, ытти тĕрлĕрен документ хатĕрлеме те. Кунта тăрăшакан специалистсем (ертỹçи Юлия Селиванова) халăхăн ыйтăвне вăхăтра тата пахалăхлă татса парассипе тимлеççĕ. Хавхаланса ĕçленин результачĕ пысăк. Иртнĕ çул çак коллектив Чăваш Республикин патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан центрсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра хăйсен ĕç кăтартăвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пуçарăвĕпе иртекен кăçалхи конкурсра та Патăрьелсем пысăк хастарлăхпа палăрнă, сасăлав итогĕпе коллектив иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Авангард



15 декабря 2020
15:53
2020 год
Поделиться