Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш тĕррине халалласа - концерт

Чăваш тĕррин кунне халалласа (кăçал ăна пĕрремĕш хут ноябрĕн 26-мĕшĕнче палăртрĕç) Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ концерт программи хатĕрленĕ.

Çул çỹрев концерчĕпе тĕрлĕ района çитсе тĕрĕ ăстисене уйрăммăн чыслĕç. Пирĕн пата вăл декабрĕн 18-мĕшĕнче килсе çитет. Çак кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем 6 метрлă сурпана та курма пултараççĕ.

Коронавирусран сыхланса мероприятие пур санитари требованийĕсене çирĕп пурнăçласа йĕркелеççĕ. Маска тăхăнма, дистанцие кашнийĕн çирĕп пăхăнма тивет. Ỹт температурине те виçсе кĕртеççĕ.

Мероприятие чăваш тĕррине малалла сарас, çак ăсталăха çитĕнекен ăрăва явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Уяв Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 18.00 сехетре пуçланать.

 (Хамăр корр.)

Авангард



11 декабря 2020
10:13
Хроника
Поделиться