Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнетнĕ клубра юрă кайрĕ ян та ян!

Кивĕ Катекри культура çурчĕ ял çыннисен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Кунта юлашки çулсенче тĕрлĕ мероприяти час-часах ирттернине, çавăн пекех юрă-ташă ăстисем "Самана" ушкăн йĕркеленине палăртса хăвармалла.

Халăха клуб кивелни çеç пăшăрхантаратчĕ. Кăçал тинех вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ. Культура вучахне çĕнетме 6 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă: республика хыснинчен - 5659,74 пин тенкĕ, ыттине регионти "Культурная среда" программăпа килĕшỹллĕн панă. Объекта çĕнетессипе "Энергострой" пĕрлешỹ 7 уйăх тăрăшнă. Зданине тул енчен те, шалтан та тĕплĕн юсанă, пĕрлех çĕнĕ сĕтел-пукан, сцена çине тухмалли костюмсем туяннă. Халь район, республика шайĕнчи мероприятисене ирттерме те юрать.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче çĕнетнĕ клуба савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, ЧР культура, нацисен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ял халăхĕ хутшăнчĕ.

Çак куна ахальтен суйласа илмен. Кивĕ Катекре çуралса ỹснĕ Валерий Раштав (Самойлов) поэт-юрăç çуралнăранпа 45 çул (декабрĕн 5-мĕшĕнче) çитнине те халалланă. Чире пула Валерий Алексеевич 20 çула яхăн вырăнпах выртать, апла пулсан та сăвăсем çырма май тупать. Сăмах май, вăл виçĕ кĕнеке - "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе", "Телей кайăкĕ", "Кушак çури" - авторĕ. Унăн хайлавĕсене Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Кивĕ Катекри "Самана" ушкăн тата ыттисем те шăрантараççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов халăха çĕнетнĕ культура çурчĕ хута кайнипе саламланă май районта юлашки виçĕ çулта клубсем тума, юсама, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма республикăн тĕрлĕ программине хутшăнса 95 млн тенке яхăн усă курнине пĕлтерчĕ, 2025 çулчченхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

- Валерий Раштавпа тĕл пулнă чухне вăл ял аталанăвĕпе интересленчĕ, клуб кивелни пирки калаçрĕ. Культура çуртне юсаса çĕнетни уншăн та хăйне майлă парне пуласса шанас килет, - терĕ Рудольф Васильевич сăмахĕнче.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов культура çуртне ял халăхĕ пухăнасса, тĕрлĕ мероприяти малашне те иртессе, патшалăх хывнă укçа усăллă пуласса палăртрĕ.

Клубри фойере Тĕрĕ кунне халалласа "Ĕлĕкхинчен пуçласа паянхи кунччен" курав ĕçлерĕ. ЧР культура, нацисен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова алă ĕçĕсем халăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине, вĕсен авторĕсем пирки пĕлтерекен кĕске информаци те кирлине каларĕ.

Кивĕ Катексем хăйсен савăнăçне пытараймарĕç. Халăх ятĕнчен ял старости Петр Кузнецов республика, район ертỹçисене клуба юсама майсем тупнăшăн ăшшăн тав турĕ, малашне урамсене çулсем

О. ПАВЛОВА

Авангард