Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи вăй - ялсене аталантарма

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ĕçлĕ çул çỹревпе Тутар Сăкăт тата Тăрăн ял тăрăхĕсенче пулнă, вĕсен çĕнĕ ертỹçисемпе - Динар Козловпа тата Николай Рубцовпа - тĕл пулнă, ял тăрăхĕсен территорийĕсене аталантармалли малашлăх тĕллевсене сỹтсе явнă.

Тĕл пулура район ертỹçи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе чăн малтанах вырăнти вăйсене пĕрлештермеллине палăртнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче халăх суйланă депутатсем, старостăсем, обществăлла канаш членĕсем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, уйрăм предпринимательсем ялсене аталантарма пулăшакан тĕп шăнăр шутланаççĕ. Вĕсем пурте халăх интересĕсене хỹтĕлекенсем.

Хальхи вăхăтра ял инфратытăмне аталантарас, халăхăн ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçламалли çул-йĕр сахал мар. Патшалăх сĕнекен программăсене хутшăнас тĕлĕшпе паян чăн малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çаврăнăçуллă пулни пĕлтерĕшлĕ темелле. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсене çĕнетесси, хăтлăлатасси, çĕнĕ объектсем хута ярасси федераци тата республика шайĕнчи программăсене хутшăннинчен, халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсенче хастарлăх кăтартнинчен килнине çивĕчлетнĕ. Паллах, кулленхи ыйтусене те вырăнта тивĕçлипе татса памалла: хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрасси, пĕччен пурăнакан ватăсен, нумай ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрасси, тирпей-илемпе çыхăннă субботниксем йĕркелесси тата ытти те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



04 декабря 2020
09:20
Хроника
Поделиться