Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çулхи кăмăла пурте пĕрле çĕклер

 ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн районта пурăнакансен кăмăлне хăпартлантарас, вĕсене ырă та таса туйăм парнелес тĕллевпе урамсемпе çурт умĕсене илемлĕ çутăпа эрешлесси, юмахри сăнарсемпе, ытти сюжетпа ăсталанă ĕçсене хак парасси ырă йăлана кĕчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паян шăпах çакнашкал конкурс старт илчĕ. Вăл раштавăн 20-мĕшĕччен пырать. Ун хыççăн район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пыракан комисси чи ăста тата тарăн сюжетлă, дизайн тĕлĕшпе çỹллĕ шайра капăрлатнă объектсене тĕрлĕ номинаципе хак парĕ. "Çĕнĕ çул кăмăлĕ - 2021" конкурса организаци-предприяти çеç мар, уйрăм хуçалăхпа, патшалăх çуртĕнче пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хапăл тăвакансем уйрăмах çак темăсене уçса памалла: "Алăкран юмах шаккать", "Асамлă хĕл", "Раштав çутисем", "Çĕнĕ çул çитрĕ". Çутă, эстетика, оригиналлĕх, композицисен тарăн шухăшĕ тĕп вырăнта пулмалла. Заявкăсене район администрацийĕнчи 23-мĕш пỹлĕме çитермелле. Тупăшăва хутшăнакансен ĕçне 2021 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломпа тата укçан парса хавхалантарççĕ.

 

Авангард



01 декабря 2020
09:47
2020 год
Поделиться