Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Пин-пин чăваш тĕрри" выставка

Мĕн авалтан чăваш тĕрри,

 Хĕвеллĕ, хỹхĕм çав тери...

Мĕнле пуян чăваш тĕрри,-

Унта пин-пин çулсен йĕрри.

 Ялти чăваш хĕрарăмĕ- Чăваш Çĕршывĕн çирĕплĕхĕ тата тĕрекĕ. Вăл хастарлăхпа, сăпайлăхпа палăрса тăрать. Паян та ялти ч.ваш х.рар.м.н аллинче х.р.х ытла т.рл. .. вылять. Пери вăл тĕрлесе çут тĕнчене илем кỹни.

Чỹк уйăхĕн 26-27 мĕшĕнче районти централизациленĕ клуб системинче "Пин-пин чăваш тĕрри" выставка иртрĕ. Çав выставкара Первомайск, Тăрăн тата Патăръел ял тăрăхĕсенчен алă ăстисем хастаррăн хутшăнчĕç.

Выставкана йĕркелеме Патăръел халăх театрĕнче ĕçлекен художник-постановщика Лариса Федорована шанса панă. Патăръел ялĕнче пурăнакан Валентина Николаева тĕррисем уйрăмах палăрса тăчĕç. Унăн ĕçĕсем сĕтел çитти тата салфеткасем уйрăмах курма килнĕ хăнасене, хисеплĕ жюрине килĕшнĕ.



30 ноября 2020
16:26
Хроника
Поделиться