Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕньялти Надежда Квасова - "Чăваш хĕрарăмĕ - 2020"

Çĕньялти Надежда Квасова - "Чăваш хĕрарăмĕ - 2020"

 Чăваш хĕрарăмне савар,

Çĕн юрă-сăвăсем хайлар,

Чăваш хĕрарăмне мухтав

 Çемьешăн ачасемшĕн тав.

Районти централизациленĕ клуб системинче Анне кунĕ ячĕпе "Чăваш хĕрарăмĕ" конкурс иртрĕ.

Сцена çине районти чи пултаруллă та матур хĕрарăмсем, ача амăшĕсем тухрĕç, хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне, чăвашăн йăли-йĕркине, культурине кăтартса пачĕç, капăр кĕпе-тумтирĕпе савăнтарчĕç. Конкурса ултă хĕрарăм - Надежда Квасова (Çĕньял), Людмила Алешова (Патăрьел), Валентина Данилова (Патăрьел), Светлана Иванова (Чăваш Ишек), Елена Паукина (Именкасси), Елена Кузнецова (Кивĕ Катек)- хутшăнчĕ.

Жюри вĕсен пултарулăхне пилĕк енĕпе хакларĕ: хăйсемпе паллаштарни, асанне арчинчи ĕлĕкхи çипуç, хăйсен пултарулăхне кăтартасси, наци апат-çимĕçне хатĕрлесе хак парасси, чăваш халăхĕн илемлĕ тумĕпе сцена çине ăста утса тухасси.

Конкурса хутшăнакасем çак тивĕçе пурте кăмăлтан, пысăк хавхаланупа пурнăçларĕ. Вĕсене пурне те тĕрлĕ номинаципе хак пачĕç: "Чи пултарулли", "Чи тараватли", "Чи сăпайли", "Чи хастарри", "Чи маттурри". "Чăваш хĕрарăмĕ - 2020" ята вара Çĕньялти Надежда Квасова тивĕçрĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп грамотипе тата парнепе чыс турĕç.

Тупăшура уйрăмах палăрнă амăшĕсене Патăрьелĕнчи "Олан" илемлĕх салонĕ парнепе хавхалантарчĕ.

Районти централизациленĕ клуб системин, Тăрăнти культура çурчĕн артисчĕсем куракансене юрăпа савăнтарчĕç. Нумай пулмасть Раççйри "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн çĕнтерỹçи, Патăрьелĕнчи музыкăпа ỹнер шкулĕнче вĕренекен Аня Путякова чăваш халăх юррисене ăста шăрантарчĕ.

 - Анне пулсан çемьере телей тулли. Пурин те пурнăçра сывлăх, телей пултăр, -терĕ районти культура çурчĕн театр режиссерĕ Луиза Леонтьева конкурса ертсе пынă тата пĕтĕмлетнĕ май.

 



30 ноября 2020
10:58
Хроника
Поделиться