Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - ял илемĕ, хăтлă пурнăç

  2020 çул вĕçлениччен нумай юлмарĕ. Хальхи вăхăтра районти ял тăрăхĕсенче те организаци-предприятинчи, хуçалăхсенчи пекех çулталăка ăнăçлă вĕçлес, халăх пурнăçне хăтлăлатас, яла тирпей-илем кĕртес, проектсемпе программăсене пурнăçлас, умма лартнă ытти тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе тимлеççĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ çулта ĕçлеме палăртнă плансене те çирĕплетеççĕ.

 Ку тĕлĕшпе вырăнти муниципалитетсенче тĕрлĕ программăпа, пуçарулăх бюджечĕпе халăхăн хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшса тунă ĕçсем сахал мар-ха. Пурнăçламалли тĕллевсем те пысăк. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Алманчă, Кзыл Чишма, Шăхач, Аслă Чемен, Пикшик, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче пулчĕ, поселенисен пуçлăхĕсемпе - Владимир Киргизовпа, Раил Камаловпа, Лилия Кутузовăпа, Александр Чегаевпа, Владислав Красновпа, Вячеслав Красновпа - тĕл пулчĕ, çулталăка мĕнле вĕçлесе пынипе кăсăкланчĕ, ялсене аталантарас тĕлĕшпе федераци, республика программисене хастар явăçмаллине çивĕчлетрĕ, халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсене тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.

Ял тăрăхĕсенче пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пулса унăн директорĕпе Марианна Горбуновăпа вĕренỹ учрежденине пуянлатас ыйтăва хускатрĕ. Çавăн пекех район ертỹçи Юхмапа Пăла тăрăхĕне 2020 - 2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программăна кĕртнĕ Кзыл Чишмари "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕнче ĕçсем мĕнле пынипе те паллашрĕ. Кунти ĕçсене 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче вĕçлемелле. Асăннă инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ хыççăн районта ачасене хушма пĕлỹ парас ыйту тата ытларах татăлĕ.

Шăхач тата Аслă Чемен ял тăрăхĕсен- че пулнă май Рудольф Селиванов ял тăрăхĕсен территорийĕсене малалла та аталантарас, урамсене тирпейлес, çулсене çĕнетес, культура учрежденийĕсене юсас, халăхăн пурнăç условийĕпе çыхăннă ытти ыйтăва татса парасси тĕп тĕллев пулмаллине каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе федераци, республика шайĕнчи программăсене хастар хутшăнмаллине, халăхпа пĕр чĕлхе тупса, пĕрле ĕçлемеллине çивĕчлетрĕ, пурне те Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илме ырă сунчĕ.

 А. НИКОЛАЕВА

Авангард



27 ноября 2020
11:22
Хроника
Поделиться