Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăксем - наркотиксене хирĕç

Наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă япаласемпе саккунсăр усă курассине хирĕçлес, наркомание сивлес енĕпе йĕркеленĕ мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕпе вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ общественноçа ачасемпе çитĕнекен ăру проблемисем патне тимлĕх уйăрма явăçтарас, каччăсемпе хĕрсен социаллă, психологиллĕ хăнăхăвĕсене аталантарас тĕллевпе кăçалхи октябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 12-мĕшĕччен флешмоб-акци ирттернĕ. Унта 14 вĕрентỹ учрежденийĕнчи çитĕнекен ăру, çав шутра студентсен "БАТ" канашĕпе агропромышленность техникумĕнчи пĕрремĕш курсри М-20 ГАЛОУ çамрăксен ушкăнĕ хутшăннă.

Наркотиксене сивлекен чи лайăх флешмоб-акци йĕркелекенсем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекенсем (ертỹçисем - А. Абитова, М. Алеева, С. Аксянова) пулнă. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 8 класс (ертỹçи Р. Кралова), Сăкăтри вăтам шкулти 7 класс (Н. Алексеева) командисем - призерсем.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕ, наркотиксемпе кĕрешекен комисси председателĕ Рудольф Селиванов саламланă, дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысланă.

А. ИВАНОВА

Авангард



20 ноября 2020
10:08
Хроника
Поделиться