Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тури Чакă ялĕнчи Çĕнĕ касри çула тикĕслерĕç

Яка та тикĕс  çулпа кирлĕ çĕре туххăмрах çитме май пур. Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче Владимир Кадушкин депутат ертсе йĕркелесе пынипе  урам хушшине вак чул сарса çула тикĕслерĕç. Пĕр шухăшлă пулса касра пурăнакан мĕнпур çамрăк, вăйпитти арçынсем çак ĕçе активлă хутшăнчĕç. Çанталăкĕ лайăх тăнă май ĕçĕ те кал-кал пычĕ.  Ушкăнпа тунă ĕç курăмлă та ÿсĕмлĕ.

Йĕпе-сапаллă çанталăкра пысăк трактор-машинăсемпе кĕрсе якатнă çула çăрса çеç пĕтерес марччĕ, пурте пĕрле тăрăшса тунă ĕçе хисеплеме пĕлесчĕ.



19 ноября 2020
14:01
Хроника
Поделиться