Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техникум хăватлă техникăпа пуянланнă

НУМАЯХ пулмасть Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн паркĕ вĕр çĕнĕ хăватлă техникăпа пуянланчĕ. Чăваш Республикинчи вĕрентỹ министерствин тытăмĕнчи учреждение 4,3 миллион тенкĕ тăракан пысăк кустăрмаллă БТЗ-246К трактор панă. Хăватлă техникăн двигателĕ те вăйлă. Вăл 20 тонна таякан прицепа та çăмăллăнах туртма пултарать. Техникумăн директорĕ Алексей Логунов пĕлтернĕ тăрăх унпа малашне пропашной культурăсене, пахча çимĕçе тата ыттине те малта пыракан технологипе усă курса çитĕнтерме май пулĕ. "Хурçă ут" çанталăкăн кирек мĕнле вăхăтĕнче те ĕçлеме пултарнине шута илсен вăл студентсене те ĕçе хăнăхма, практика ирттерме чылай пулăшĕ.

Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра техникумра ял хуçалăх техникипе оборудованисене, çăмăл автомобильсене эксплуатацилемелли тата юсамалли мастерскойсем те уçасшăн. Вĕсенче те çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарĕç. Техникумăн пурлăхпа техника базине çапла пуянлатса пыни аграрник-специалистсене хатĕрлеме май парĕ.

Авангард



17 ноября 2020
09:52
Хроника
Поделиться