Коронавирус алхасать, асăрханни вырăнлăрах

 Республикăра короновирус- па чирлекенсем йышлансах пыраççĕ. Чылайăшĕн чир паллисем те çук. Çавăнпа та вĕсем хăйсем чирленине пĕлмеççĕ те. Анализсем пани çеç çакна палăртма май парать. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру мĕнлерех-ха? Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕпе Оксана Такмаковăпа тĕл пултăмăр. Аяларах çак калаçăва пичетлетпĕр.

- Куллен икшер çынна палăртатпăр. Районта пурăнакансенчен 0,8 процентне çак амак çакланчĕ. Вĕсен 80 проценчĕ - 40-рен пуçласа 70 çула çитичченхисем. 17 çула çитмен ачасенчен 18-шĕ коронавирус инфекцине çаклатрĕ.

Куçăхтарас марччĕ те, пирĕн районти шкулсене е пĕр-пĕр класа хупни пулман. Каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пĕр ачан, Хирти Пикшикри вăтам шкулта педагогăн сывлăхĕ хавшани пулнăччĕ.

Хамăр енчен ачасене автобуспа турттармалли, апатлантармалли, занятисене ирттермелли йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăма тăрăшатпăр.

Ашшĕ-амăшĕн те сыхă пулмалла. Ачасен чир палли палăрать пулсан шкула ямалла мар.

- Оксана Борисовна, кĕрлĕ-çурлă тапхăрта унччен те грипп, ытти ерекен вируслă чирсем (ОРВИ) пулнах-ха ĕнтĕ.

- Тĕрĕс. Вĕсенчен асăрханса прививка тунă. Хăш-пĕр чухне çакна сивлекенсем те тĕл пулаççĕ. Вакцина яртарма хирĕçлемелле марах. Чир пĕр йĕрсĕр иртмессе пултарать. Тепĕр чухне грипп е вируслă инфекци чирĕсенчен сывалсан та вĕсем хыççăн неврологи, вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптăратни тĕл пулать.

Коронавирусран сипленсе ĕçнĕ çуркуннехи эмелсем халĕ юрамаççĕ. Е пĕр тĕрлĕ эмеле вăхăт иртмесĕр тепĕр хут усă курмалла мар.

- Чир ересрен асăрханмалла та асăрханмалла эппин...

- Çапла. Çын ытларах çỹрекен çĕрте маска тăхăнмалла. Лавккана е автотранспорта кĕнĕ чухне алăсенче перчетке пулмалла. Çак чирпе вилекенсене пытарнă чухне те сыхăлăх кирлĕ. Тупăка уçма сĕнмеççĕ пулсан мĕншĕн йĕркене пăсмалла. Тепĕр чухне пĕр-пĕр вилепе сывпуллашнă хыççăн темиçе кунтан 10-15 çын коронавируспа чирлени палăрать. Çакнашкал тĕслĕх пулмасан палăртман та пулăттăм.

65 çултан аслăраххисен килтен тухмасан та вырăнлă. Апат-çимĕçе çемьере пĕрле пурăнакан, кỹршĕ-аршă е волонтерсем те илсе килсе пама пултараççĕ,

- Районта мобильлĕ ушкăн кашни кун тенĕ пекех тĕрĕслевсене тухса çỹрет...

- Эпидемиологи лару-тăрăвне пăснăшăн 9 айăплав çырса 52500 тенкĕлĕх штраф панă. Вĕсенчен виççĕшĕ изоляци кун-йĕркине пăхăнман. Ют çĕршывсенчен канса килекенсем те ятарлă анкетăсене хуравлаççĕ. Вĕсен анализсем парса çакна тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. Йĕркене пăснăшăн 5 çынна штраф тỹлеттернĕ.

Чирлĕ çыннăн ыттисенчен уйрăмрах тăмалли пирки те 2800 постановлени кăларнă эпир.

- Оксана Борисовна, хаçат вулакансене тата мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Куçсемпе сăмсана алăсемпе сахалрах тытмалла. Маскăна кашни 2-3 сехетре улăштармалла. Тепĕр чухне маскăна тĕрĕс мар тăхăнни те пулать. Пĕр хутчен усă курмаллискере чирлес мар тесен шурă енĕпе çăвар енне тумалла. Çынсене чир ертес мар тесен кăвак тĕсе шала хăвармалла. Пусмаран çĕленĕ маска тата аванрах. Ăна каçсерен супăньпе çуса утюгпа якатма пулать. Чылайăшĕ хăй е çывăх çыннисем чирлемесĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма пуçăнасшăн мар.

Хаçат вулакансем сĕнỹсене ăша хывасса шанасах килет.

- Çапла пултăрччĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Авангард



17 ноября 2020
10:36
Публикации
Поделиться