Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултавăн ури саккăр, ун серепине ан çакланăр!

Юлашки вăхăтра ултавçăсем çынсене куçа-куçăн курмасăрах, контактлă мар меслетпе чике тăршшĕ лартнă тĕслĕх ỹссех пырать. Кун пирки полици сотрудникĕ- сем МИХ хатĕрĕсенче, тĕл пулусенче час-часах калаçу пуçараççĕ пулин те çав-çавах мошенниксен мăшкăлĕ пулакан сахал мар. Акă, 2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çакнашкал преступленисен шучĕ 56,7 процент (1805-рен 2828 çити) ỹснĕ. Вăл шутра вăрланипе - 82,5 процент, улталанипе 41,7 процент.

 Контактлă мар преступленисенчен асăрханас, çынсен банк карттисенчен укçа-тенкине йăкăртса илессинчен сыхланас, ултавçăсен аллине çакланассинчен халăхпа профилактика ĕçĕсен тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе республикăра "Асăрханăр - ултавçăсем!" ("Осторожно - мошенники!") оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Çак тапхăрта пирĕн полици сотрудникĕсем граждансемпе тĕл пулса ултавçăсенчен асăрхануллă пулмаллине асăрхаттараççĕ, ятарлă рейдсем йĕркелеççĕ, кирлĕ пулсан шăнкăравсемпе вырăнсене тухаççĕ тата ытти те. Мошенниксем пирки мĕн пĕлмелле-ха?

Чылай чухне вĕсем шăнкăравланă чухне сире банк работникĕ тесе калаççĕ, сирĕн банк карттипе иккĕленỹллĕ ĕçсем тунине ĕнентереççĕ.

Ас тăвăр! Никама та сирĕн пата килекен смс-хыпара хуравласа карттăн тепĕр енчи 3 паллăллă код номерне ан калăр! Енчен те иккĕленсен çийĕнчех калаçăва татăр, электронлă енчĕк çинчи "хĕрỹ линине" шăнкăравлăр.

Интернет урлă тавар туянма шутлатăр пулсан нихăçан та маларах тỹлесе ан хурăр.

Çакна ан манăр! Банк картти сирĕн счет çинчи укçана илме май паракан документ. Çавăнпа та унăн реквизичĕсене хăвăрăн кăна пĕлмелле.

Н. ТЕПИТОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ОУУП тата ПДН начальникĕ, полици подполковникĕ

Авангард



13 ноября 2020
13:34
2020 год
Поделиться