Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Темп" хăвăртлăха чакармасть

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 40 çултан аслăрах ветеран-футболистсем хăйсен командине йĕркелесе яни 20 çул та çитет. Ун чухне Ю. Белинов хастар тĕрлĕ çулхи футболистсенчен район чысне хỹтĕлекен команда пуçтарнă. 2008 çултанпа вара футбол уйне спорта чун-чĕрипе парăннă аслă çулхи çынсем илем кỹме пуçланă. Çавăнтанпах "Темп" Патăрьел районне хỹтĕлесе тĕрлĕ шайри ăмăртусене, республика чемпионачĕсене хутшăнать. Унăн официаллă представителĕ - Николай Нурсов.

Спорт çыннăн сывлăхне çеç мар, унăн характерне те çирĕплетет, тавра курăмне те анлăлатать, кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Хальхи вăхăтра "Темп" команда чысне хỹтĕлекен 30 футболист та шăпах çавнашкал спортсмен. Вĕсем пурте тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ, 40 урлă каçнă хастарсем.

Акă, çак кунсенче çеç Чăваш Республикинче мала тухассишĕн футболла выляссипе чемпионат вĕçленнĕ. Пирĕн команда унта çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Яллă районсем хушшинче вара - пĕрремĕш. Командăна укçа-тенкĕпе пулăшаканĕсем - Сергей Алексеевпа Александр Филиппов.

Çакна та палăртса хăвармалла: 2008 çултанпа "Темп" команда футболисчĕсем чемпионатра пурĕ 386 хутчен мечĕк тапса кĕртнĕ. Бомбардирсенчен чи маттурри - Андрей Моисеев. Андрей Федорович мĕн пурĕ 145 мечĕк кĕртнĕ. Çавăн пекех М. Абя- нов - 38, Н. Федоров - 23, С. Алексеев -18, Н. Гранатский -17, Ю. Макаров 16 хутчен гол кĕртме пултарнă. Районти ветеран-футболистсен "Темп" командине малашне те ăмăртусенче хăвăртлăха чакармасăр выляма ăнăçу сунатпăр.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



13 ноября 2020
13:43
Хроника
Поделиться