Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел урхамахĕсем

Хусантан çĕнтерỹпе таврăннă ХУСАНТИ ипподромра лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Пысăк тупăшăва Юхпапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем те хутшăннă. Алексей Краснов тытса пыракан Победитель урхамах 2400 метрлă дистанцие 3 минут та 13 çеккунтра тухса финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Тепĕр паллă урхамахçă, Кивĕ Ахпỹртри Николай Пыркин Ливеркуль Лок лашипе ăмăртуран виççĕмĕш вырăн йышăнса таврăннă.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче пирĕн районта лаша спорчĕ палăрмаллах аталанса пырать. Спортсменсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Авангард



13 ноября 2020
13:16
Хроника
Поделиться