Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел шкулĕ: пулăшÿ савăнтарчĕ

Пăлапуç Пашьел шкулĕ: пулăшÿ савăнтарчĕ

    Ачасем таса та çутă, хăтлă, вĕренÿ  хатĕрĕсемпе пуян шкулта пĕлÿ илччĕр тесе патшалăх нумай тимлени  пурне те паллă-ха.  Пăлапуç Пашьел шкулĕн ĕçченĕсем те, вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнакан выпускниксем те çакна лайăх ăнланаççĕ.  Çавна май тăван шкул татах та аталантăр, илемлентĕр тесе  ал тăсса параççĕ те.

         Хальхинче акă шкула кĕнĕ çĕре 150 тăваткал метр брусчатка сарма мехел çитерчĕç. Çак курăмлă та пысăк ĕçре Ашшĕсен Совечĕ ертсе пынипе шкулта вăй хуракан ар çынсен ушкăнĕ тăрăшрĕ. Брусчатка туянма  ачасен ашшĕ-амăшĕсем  пулăшрĕç. Цементпа тивĕçтерекенĕ вара  ялти предприниматель, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ , çак шкул выпускникĕ Петр Николаевич Ларев пулчĕ. Çавăн пекех Вячеслав  Раськин фермер хуçалăхĕ те шкула пысăк пулăшÿ кÿчĕ.

         Шкул умне тирпей-илем  кÿртес ĕçе  иртнĕ вĕренÿ çулĕнчех  пуçланăччĕ. Ун чухне çак ушкăнах 200 тăваткал метр брусчатка сарса хăварчĕ. Шкула парне кÿрекенĕ вара -   çак шкултан 1996 çулта вĕренсе тухнă Алексей  Ефимов.



12 ноября 2020
16:53
Хроника
Поделиться