Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çамрăк пограничниксем" онлайн-конкурсра çĕнтернĕ

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулта "Çамрăк пограничниксен" кадет класĕсем хушăнсах пыраççĕ çеç мар, вĕсем хăйсен вĕренỹри, спортри, общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕпе те уйрăлса тăраççĕ, ытти вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Акă, çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Татьяна Ильинапа Юрий Васюткин вĕрентекенсем ертсе пыракан чикĕ хуралçисен кадет класĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă онлайн-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сăмах май каласан, вĕсем районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ членĕсемпе (ертỹçи Анатолий Быков) тачă хутшăнура ĕçлеççĕ.

Авангард



11 ноября 2020
09:55
Хроника
Поделиться