Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Филиалăн ĕçĕ курăмлă, тĕллевĕсем малашлăхлă

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ пек пысăк комплекс Юхмапа Пăла тăрăхĕнче урăх çук. Кунта 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, 13600 ытла сыснана шута илнĕ, унтан пине яхăнĕ - амасем. Пĕр ама вăтамран 12,3 çура тунă. Пĕчĕкскерсен талăкри ỹт хушаслăхĕ 710 грампа танлашать пулсан самăртма хупнисен 900 грама çитнĕ. Паллах, çакăнта пахалăхлă апатпа усă курнин тата ятарлă специалист кашни ỹсĕмри сысна валли уйрăм рацион хатĕрленин витĕмĕ пысăк.

- Апата Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Пăрăнтăкри "Ак Барс" холдингран турттарса килеççĕ. Хамăр туса илнĕ тыр-пул пирĕн пата выльăхсем валли çимелли пулса таврăнать. Сăмах май, филиалăн районта 700 гектара яхăн çĕр пур. Вăл Туçа, Çĕньял тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Пур çĕрте те усă куракан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. "Авангард" пĕрлешĕвĕн хăватлă техники кунта килсе сухалать, акать, вырать... Пăхман çĕртен пысăк тухăç илме çук, çавăнпа та минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнисĕр пуçне тата тăпра пулăхлăхне ỹс- терессишĕн те сахал мар тăрăшатпăр. Кăçал Çĕньял ял тăрăхĕнче акшар çăнăхне 400 гектара яхăн сапнă. Ĕçленине кура пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ те начар мар, пĕр гектартан вăтамран 40 центнер ытла тухнă, - тесе пĕлтерчĕ "Патăрьел беконĕ" филиалăн директорĕ Владислав Петров.

Филиалта 9 уйăхра 2000 тонна яхăн аш-какай туса илнĕ. Чĕрĕ виçепе 115 килограмран кая мар таякан сыснасене Мускав, Оренбург облаçĕсенчен, Удмурт Республикинчен тата ытти регионтан та туянма килеççĕ. "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Карлинский" аш-какай комбинатне те илсе каяççĕ. Продукцие ăçта вырнаçтарассипе йывăрлăхсем çук тесен те юрать.

Кăтартусем лайăх пулччăр тесен профилактика мероприятийĕсене пăхăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енчен филиалта чăрмавсем çук. Тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕленсе прививкăсене вăхăтра тăваççĕ, сыхлав мерисене те çирĕп пăхăнаççĕ. Территорие пур техника та кĕреймест. Апат турттарса, сысна туянма килекен машинăсен дезбарьерсем витĕр тухма тивет. Витере вара ĕçлекенсене çеç курма пулать. Вĕсем те ирхине çăвăнса, тумĕсене филиал уйăрса панисемпе улăштарса вăй хума кĕреççĕ. Каçхине, килĕсене кайнă чухне те, тасалса тухаççĕ.

- Чулхула облаçĕнче, Самар тăрăхĕнче сыснасен африка чумин чирне тупса палăртни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерчĕç. Амак пирĕн тăрăха ан килтĕр тесен сыхăлăха тата та ỹстермелле. Ял халăхĕн уйрăмах асăрхануллăрах пулмалла. Килте усракан выльăха урама кăларса ямалла мар. Хир сыснисем те чирлеме пултарнине шута илсе вăрмана кайсан та тимлĕх кирлĕ. Пĕрин йăнăшне пула пин-пин çын шар курма пултарать, çакна манас марччĕ, - тет Владислав Алексеевич профилактика темипе сăмах пуçарнă май.

Филиалти сыснасен йышĕ пысăккине шута илсе пăхакансем те нумайăн кирлĕ пек туйăнать. Пĕтĕмпе те вара кунта 35 çын вăй хурать. Кашнийĕ хăйне шаннă тивĕçе чунтан пурнăçлать. Ĕçе йăлтах механизациленĕ: михĕсем йăтмаççĕ, тислĕке алăпа тасатмаççĕ. Вăтам шалу отпуска кайнă чухне укçан пулăшупа тивĕçтернисене, премисене шута илсен 25 пин тенкĕ ытла та пулать. Çавăн пекех кăнтăрлахи апата та вырăнтах пĕçерсе çитереççĕ. Филиалта тăрăшакансем унăн 50 процентне çеç тỹлеççĕ, ыттине организаци саплаштарать. Пилĕк кун ĕçлесе икĕ кун канаççĕ. Ятарлă автобуспа килеççĕ, каяççĕ.

Ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ ваттисем. "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал усă куракан лаптăксем вырнаçнă ялсенче пурăнакансене те тимлĕх уйăрма тăрăшать. Пĕрремĕш класа каякансене ранецсем тата канцеляри таварĕсем парнелесси, 9 тата 11 класран вĕренсе тухакансене укçан хавхалантарасси йăлара. Ваттисен кунĕпе саламланă, Çĕнтерỹ кунне уявланă çĕре те хастар хутшăнать. Районта йĕркелекен мероприятисенчен те айккине пăрăнса юлмасть.

 Пурнăçпа тан утма, малашлăха тĕллевлĕ пăхма тăрăшаççĕ филиалра вăй хуракансем. Палăртнисене çулленех пурнăçлаççĕ. Çитес çул 3200 тонна аш-какай хатĕрлеме, пĕр амаран 13 çураран кая мар илме планланă. Ĕмĕтленнисене пурнăçа кĕртме условисем çитеççĕ.

 О. ПАВЛОВА

 

пĕлме

Районта 25 ял хуçалăх предприятипе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен 11 предприятие, 223 фермер хуçалăхне, 14 пин уйрăм хушма хуçалăха шута илнĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17843 гектарта çитĕнтернĕ. Тыр-пул 64 пин тонна яхăн пухса кĕртнĕ, кăтарту 2019 çултинчен 36 процент пысăкрах. Вăтам тухăç пĕр гектартан 35,5 центнерпа танлашнă. Çакă Патăрьел çĕрĕнче туса илнĕ чи пысăк кăтарту!

"Исток", "Корма", "Батыревский" хуçалăхсем, Решит Санзяпов, Ферид Чабатов, Александр Петров фермер хуçалăхĕсем районта тыр-пулăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе малтисен шутĕнче. Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче вара пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 51 центнерпа танлашнă.

Çĕр улми 15 пин тонна пуçтарса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 210 центнер пулнă.

Сахăр кăшманĕ пĕр гектартан вăтамран 300 центнер тухнă.

 Районĕпе 19 пин ытла ĕне-выльăха, вăл шутран 8 пин ытла ĕнене шута илнĕ.

Аш-какай тата сĕт туса илессипе Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра малтисен шутĕнче.

Район территоринче 700 млн тенке яхăнлăх 37 инвестици проектне реализацилеççĕ, вĕсенчен 29-шĕ çитес çула та куçать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем грант илессипе йĕркелекен конкурссене хутшăнассипе республикăра чи хастаррисенчен пĕрисем. 10 уйăхра тĕрлĕ шайри бюджетран 255 млн тенкĕ кĕнĕ.

АВАНГАРД



03 ноября 2020
09:56
Хроника
Поделиться