Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх шутне тĕрĕс кăтартмалла

Кил хуçалăхра ĕне усракан çемьесен тăкакĕсене саплаштарас тĕллевпе Чăваш Ен бюджетĕнчен кăçал укçа уйăрчĕç. Субсидипе тивĕçтернин тĕп тĕллевĕ пысăк выльăх шутне упраса хăварасси пулчĕ. Пĕр ĕнеллисем 2300 тенкĕ, иккĕ тытаканнисем - 3300, виççĕ е ытларах усраканнисем кашнийĕншĕн 4300 тенкĕ илчĕç.

Октябрĕн 10-мĕшĕччен районти 2612 кил хуçалăх патшалăх пулăшăвне ыйтса заявлени çырнă, 4467 пуç выльăхшăн укçине илнĕ.

Субсидишĕн документсем хатĕрлессине чылай ял тăрăхĕнче аван йĕркеленĕ. Заявлени вăхăтра çыртарнă, ĕне усракансен списокне йĕркеленĕ, банк счечĕсем паллă тата ытти те. Анчах та Сăкăт, Тутар Сăкăт, Пикшик ял тăрăхĕсенче çак ĕç вăраха тăсăлчĕ.

Патшалăх пулăшăвне илес текенсен ветслужбăран та справка илме тиврĕ. Çулсерен кĕтĕве кăларас умĕн ĕнесен юнне илсе ветлабораторинче лейкозран, бруцеллезран тĕрĕслетпĕр. Çавăн пекех туберкулезран, çĕпĕр язвинчен, уртаракан чиртен вакцинаци тăватпăр. Асăннă профилактика мероприятийĕсене тивĕçмен выльăхсемшĕн хуçисем субсиди илеймеççĕ. Кун пек тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен ĕнесен сывлăхне тĕрĕслеттерме тепĕр хут заявлени çырма тиврĕ.

Ветеринари саккунĕпе килĕшỹллĕн выльăх сывлăхĕшĕн, мĕнле условисенче пурăннишĕн вĕсене усракансем яваплă. Малашне патшалăх паракан пулăшусене илнĕ чухне пăтăрмахсем сиксе ан тухчăр тесен ĕнесене вăхăтра тĕрĕслеттермелле, вакцинаци тутарттармалла. Çавăн пекех картари выльăх шутне те тĕрĕс каламалла. Туянсан е сутса ярсан çийĕнчех ял тăрăхне е ветеринари службине пĕлтермелле.

Асăннă ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пырсан çеç ĕне усракансем субсиди илееççĕ

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ

АВАНГАРД



30 октября 2020
13:20
2020 год
Поделиться