Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурсра палăрнă

Республикăри ял тата хула тăрăхĕсене пуринчен ытла хăтлăх кĕртекенсен тата йывăç лартакансен çулленех иртекен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă, социаллă учрежденисем хушшинче хăйсен тавралăхне илем кĕртессипе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Нăрваш Шăхалĕнчи Полевая урам чи хăтлă та капăр урамсен тупăшăвĕнче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Республикăри конкурсра палăрнисене укçан парса хавхалантарĕç.

А. ИВАНОВ

АВАНГАРД



30 октября 2020
13:15
2020 год
Поделиться