Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăтра систернĕ хыпар усала сирме пулăшĕ

 ВАТĂСЕМ усалăн ури саккăр, тенĕ. Ăна вăхăтра асăрхамасан е унăн çулне пỹлсе хумасан ырри патне илсе пымасть. Наркотикпа е çавăн пек тытăмлă япаласемпе ашкăнакансем пирки те çавнах каламалла.

Çавăнпа та сывлăха сиен кỹрекен наркăмăшпа çыхланнă çынсене пĕлсенех районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене систермелле. Çĕршывра çулсеренех "Кала, ăçта вилĕм сутаççĕ" ("Сообщи, где торгуют смертью") акци ирттерççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркотикпа сутă тăвакансене, унпа усă куракансене тытса чарасси, çак хăнăхуран çамрăксене сиресси. Хальхи вăхăтра шăпах унăн иккĕмĕш тапхăрĕ (октябрĕн 30-мĕшĕччен) пырать. Усалтан Турă сиртĕр те, паянхи куна районта наркомансем çук. Çапах та çакă ку тĕлĕшпе тимлĕхе хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Иккĕленỹллĕ çынсене е усал ĕçсене асăрхасанах район полицине 61-4-92 телефонпа пĕлтермелле.

Авангард



27 октября 2020
10:09
Хроника
Поделиться