Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - çынсен пурнăçне сыхласси

  Инкек куçа курăнса килмест. Çул çинче пулакан аварисене те маларах пĕлсе, курса тăма çук. Анчах та вĕсенчен сыхланма, асăрханма пулать. Çакă пĕтĕмпех хамăртан килет. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн кăçалхи тăхăр уйăхри оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне хак парса çакна палăрма пулать. Асăннă тапхăрта районта 30 автоаварие шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 30 процент ỹснĕ. Водительсен асăрханусăрлăхне е явапсăрлăхне пула пирĕн районта 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 42-шĕ аманнă. Çул çинче пулакан аварисене хак паракан цифра - 26,2пе танлашать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вăл икĕ хут ытла та пĕчĕкрех пулнă - 11,9. Çавăн пекех пирĕн сотрудниксем тăхăр уйăхра çул çинче пурлăха сиенленипе çыхăннă 117 материал хатĕрленĕ.

 Ачасем аварие çакланни пысăк инкек

Хальхи вăхăтра ачасене садикре те, шкулта та çул-йĕр хăрушсăрлăхне хăнăхтараççĕ. Çак ĕç вĕрентỹ учрежденийĕсенче питĕ кирлĕ, вырăнлă. Унсăр пуçне районти çул-йĕр инспекторĕсем кашни уйăхрах ятарласа ача сачĕсенче, шкулсенче пулса çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, инкек сиксе тухасран асăрханмаллине ăнлантараççĕ, çамрăк çул-йĕр инспекторĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ тата ытти те. Вĕсем пурте ачасен, аслисен пурнăçне сыхлассипе, çул çинче йĕркене пăхăнассипе, культура шайне ỹстерессипе çыхăннă. Çапах та районта кашни уйăхрах ачасем хутшăннипе аварисем пулни питĕ пăшăрхантарать. Тăхăр уйăхра та 7 аварире çул çитмен 10 ача суранланнă. Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен. Вĕсенчен иккĕшĕ çул хĕррипе çуран пынă, саккăрăшĕ - пассажирсем.

Ватăсем çамрăкла вĕренни чул çинче, тенĕ. Техника вăйлă аталаннă тапхăрта ачасене çул-йĕр инспекторĕсем çеç мар, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн, аслисен те çул-йĕр правилисене вĕрентни, хăнăхтарни, вĕсене пăхăнни çеç пысăк инкекрен хăтарса хăварма пултарать.

 Йĕркене пăсрăн - саккунпа явап тытăн

Кирек мĕнле чиртен те сипленме мар, унтан асăрханма çăмăлтарах, ансатрах. Укçа çине куçарсан йỹне те ларать. Йĕрке хуралĕнче те çавах. Çул-йĕр правилисене пăхăнакансем, инкек-синкекрен асăрханакансем чăн малтан сывлăхне упраççĕ, çав вăхăтрах çемье бюджетне те перекетлеççĕ. Административлă право йĕркине пăхăнманнисен вара саккунпа явап тытма тивет. Акă, тăхăр уйăхра районта РФ КоАПăн 12.8 (водитель ỹсĕрле руль умне ларни), 12.26 (эрех ĕçни пирки медицина тĕрĕслевĕ тухма хирĕçлени) статйисемпе килĕшỹллĕн районта 114 административлă протокол çырнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танаштарсан 32 процент ỹснĕ.

 Çак тапхăртах РФ КоАПăн тĕрлĕрен статйине пăсса айăпа кĕнисем те сахал мар. Водительсем хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухса çул-йĕр правилине пăснисем, хăвăртлăха пăхăнманнисем, хăрушсăрлăх пиçиххипе усă курманнисем тата ыттисем те. Вĕсем пурте чăн малтанах хăйсен пурнăçне сыхлассипе çеç мар, çав вăхăтрах теприне инкеке кĕртсе ỹкерессипе те çыхăннă. Йĕркене пăхăнманнисене пурне те штрафланă. 2020 çулхи тăхăр уйăхра мĕн пурĕ 4126800 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. Паллах, инспекторсен тĕп тĕллевĕ граждансене штраф парса тăкаклантарасси мар, саккунпа çирĕплетнĕ йĕркесене çирĕп пăхăнма хăнăхтарасси, инкекрен асăрхаттарасси. Хальхи вăхăтра ăна пăхăнса пурнăçламаллисен шучĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта çеç 16962 автотранспорт шутланать. Икĕ çынна пĕр техника тивĕçет темелле. Çавăнпа та куçăм пысăк пулнине пăхмасăрах çуран çỹрекенсен те, автомобильпе çула тухакансен те çул-йĕр правилисене пăхăнмаллах.

А. МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ

Авангард



27 октября 2020
10:21
2020 год
Поделиться