Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ: тыл ĕçченĕ 100 çул тултарчĕ

 Çак кунсенче Пăлапуç Пашьел ялĕнче пурăнакан Мария Васильевна Байдураева  тыл ĕçченĕ 100 çул тултарчĕ. Çак ятпа вăл  кĕрекене ачисемпе тăванĕсене, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсене, культура ĕçченĕсене пĕрле пухма пултарчĕ.

Хисеплĕ ватта саламлама, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин та çитрĕ. Сумлă та хисеплĕ çынна тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, парне парса чысларĕ. Юрăпа  хисеп тума Зот Степанов ерстсе пыракан «Пашьел» фольклор ушкăнĕ те килсе çитрĕ.  

Çĕр çула çитнĕ тесе те калаймăн ăна: ăсĕ-тăнĕ çивĕч, кашни пулăма тата цифрăна асра тытать, ыйтусем çине тулли хуравсем парать. Куçĕ çеç юлашки вăхăтра начартарах кура пуçланă.

Маюк аппа кÿршĕ ял – Ишлĕ  хĕрĕ пулнă. Аслă Аттелĕх вăрçинчен аманса таврăннă Пăлапуç Пашьел ял каччипе – Байдураев Элекçейпе пĕрлешет.  Çемьере пилĕк ача кун çути курать: виçĕ  хĕр те икĕ  ывăл.  

Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ хура-шур курнă, асап тỹснĕ пулĕ вăл, вăрçă нуши витĕр тухнă, çапах та пурнăç сулмакĕ хуçайман ăна.  Мирлĕ пурнăçра  асаплă та йывăр хуйхăсем те  тỹссе ирттернĕ Мария Васильевна. Шел пулин те, мăшăрĕ Элекçей,  вăрçă ветеранĕ пулнăскер,  Петя ывăлĕпе Лена хĕрĕ  пурнăçран ир уйрăлчĕç.  

Паянхи кун  Мария Васильевна ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Вĕсем ăна  пĕчĕк ача евĕрех пăхаççĕ.

Аслăмăшĕн-кукамăшĕн чунне 13 мăнукĕ, 24 кĕçĕн мăнукĕ тата 3 кĕçĕн-кĕçĕн мăнукĕ  ăшăтаççĕ, кунта час-часах килсе çỹреççĕ вĕсем.

Мĕнре-ши çыннăн вăрăм ĕмĕр пурăннин вăрттăнлăхĕ?  «Туррăн ирĕкĕ пулĕ ĕнтĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех тирпейлĕ те тỹрĕ, тĕрĕс пурăнма, хама яланах алăра тытма, çынпа çын пек пулма тăрăшнă.  Тата çакăн пек вăрăм ĕмĕр пурăнма алăран ĕç кайманни тата уçă сывлăшра, колхозра  нумай çул ĕçлесе пурăнни те пулăшрĕ пулĕ", - тесе шутлать Маюк аппа.

Сăмах май каласан, Маюк аппан йăмăкĕ Уçук та Пашьелне çак кассах качча килнĕ. Паянхи кун вăл 96 çулта пырать. 

Ĕмĕрне чыспа тата сумпа ирттернĕ ватăна пĕр ĕмĕрхи юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх телей сунар.



27 октября 2020
08:12
2020 год
Поделиться