Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кино вăйĕ санра, куракан

Чăваш Енре VI Ял кинофестивалĕ иртнĕ. Яланхиллех ăна пилĕк районта йĕркеленĕ. Фестиваль октябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче уçăлнă, унтан эстафетăна Тăвай районĕ йышăннă.  Çавăн пекех октябрĕн 21-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхне черет çитнĕ. Сумлă мероприятие хутшăнакансене Патăрьел район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталья Никитина, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн представителĕ Артур Галкин саламланă. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн «Кинобатыр» кинозалне пухăннисем Н.И. Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа ÿкернĕ тата «Ржев» кинофильмсене пахаланă. Сумлă лару-тăрурах «Кинобатыр» кинозал администраторне Денис Ванина тата кассирне Светлана Спиновăна,  Руслан Владимиров кинооператора «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă Пирĕнтен эстафетăна Куславккасем йышăннă. Фестиваль паян Муркаш районĕнче вĕçленет.

А. Ильин

АВАНГАРД



23 октября 2020
09:52
Хроника
Поделиться